Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ярапайкасси ял тӑрӑхӗ

Республикӑра
archive.56 сайтри сӑн
archive.56 сайтри сӑн

Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекен хӗрарӑма суд тунӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ. Ӑна 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ун чухне вӑл палӑка юсама тата Иштерек ялӗн хапхине ҫӗнетме строительство организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Тепӗртакран вӑл ӗҫе йышӑнни пирки акт алӑ пуснӑ. Хӑй вара ӗҫсене вӗҫлеменнине пӗлсех тӑнӑ. Ҫапла организацие 88 пин тенкӗ куҫнӑ. Ку ял тӑрӑхӗн администрацине ҫавӑн чухлӗ тӑкак кӳнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81837
 

Республикӑра

Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Муркаш районӗнчи Шурчара чӑвашсемпе марисен пӑлхавне халалласа палӑк уҫнӑ. Ку вӑрҫӑ 176 ҫул каялла пулса иртнӗ.

Районта ҫакнашкал пулӑмсенче шар курнӑ ҫынсене халалланӑ палӑк пур-ха. Халӗ вара ӑна, Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑп та лӑп вӑрҫӑ пулнӑ вырӑнта, Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнче, уҫнӑ.

Историе илес тӗк, 1842 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шурчара 8 пине яхӑн хресчен сенӗк, пуртӑ, ҫава, пуленкке йӑтса пухӑннӑ. Унта правительство отрячӗсем те килнӗ, 30 ытла хресчене амантнӑ, ҫӗр-ҫӗр ҫынна арестленӗ. Салтаксем тыткӑна илнисене хӗнеме пуҫланӑ. Яла ҫӗнӗ повстанецсем, 10 пине яхӑн ҫын, ҫитнӗ. Анчах пӑшаллӑ салтаксем пӑлхава чарнӑ. Ку вӑрҫӑра 36 ҫын вилнӗ, 250-ӑн аманнӑ. Чылай хресчене хӗненӗ, нумай чӑвашпа марие Ҫӗпӗре янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53427
 

Ял пурнӑҫӗ
Ярапайкассинчи клуб
Ярапайкассинчи клуб

Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ клубӑн залне район тӳре-шари хуптарнӑ. 1962 ҫулта купаланӑ ҫурт кӗҫ-вӗҫ ишӗлсе анать имӗш. «Ҫак клубра вырнаҫнӑ «Екрем» фольклор халӑх ушкӑнӗ тата ачасен ташӑ ушкӑнӗ пирки вара вӗсем шутламаҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.

Апла-и капла-и, авариллӗ текен ҫуртра ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ним пулман пекех ӗҫлет, вулавӑш та хупӑнман. Нумаях пулмасть клуб залӗнче суйлава тӗрӗс-тӗкел ирттернӗ, концертсем пулнӑ. Ҫӗнӗ Ҫул умӗн икӗ эрне ытларах юлсан тӳре-шара мӗнпе аптраса клуб залне хупни ӑнланмалла мар. «Васкаса хупнӑ чухне залра кушак юлнӑ. Ӑна ҫӑлас тесе пичетпе палӑртнӑ, алӑк ҫине ҫыпӑҫтарнӑ хута уйӑраймӑн — саккуна пӑсӑн», — чӗрчун пирки те вырӑнтисем пӑшӑрханаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Маларах эпир «Сӗтев» хаҫатӑн тӗп редакторне хӗнени пирки ҫырнӑччӗ. Ку ӗҫе вырӑнти депутат Куракин Д.А. тунӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Паян, акан 15-мӗшӗнче, Э.В. Мочалова хуҫалӑх енӗпе пулӑшакан Николай Макаровӑн ҫуртне ҫурҫӗр иртсен сиен кӳнӗ. Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Йытӑкачкасси ялӗнчи ҫуртӑн чӳречине чулпа персе ҫӗмӗрнӗ.

«Сӗтев» хаҫатпа ҫывӑх ҫыннисене полици ӗҫченӗсем нимӗн те туманни пӑшӑрхантарать. Ашкӑнакансем паллӑ. «Полици нимӗн туманнине пула вӗсем хӑйсене явапсӑр туяҫҫӗ», — теҫҫӗ редакци ӗҫченӗсем.

 

Ял пурнӑҫӗ Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей

Ҫӗршыв шайӗнче «Ял территорийӗсене 2014–2017 ҫулсенче тата 2020-мӗш ҫулчченхи тапхӑрта ҫирӗппӗн аталантармалли» тӗллевӗлӗ программа вӑйра тӑрать. Программӑна республикӑра пурнӑҫа кӗртме кӑҫал федераци хыснинчен 406 пин тенкӗ тивӗҫмелле, 1,0 миллионне республика хыснинчен уйӑрмалла, вырӑнти хыснасенчен — 375 пин, уйрӑм усламҫӑсен тата ҫынсен кӗсйинчен 719 пин текнӗ кӑлармалла.

Программӑна кӗртмелли проектсене суйлаҫҫине Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта 17 ял тӑрӑхӗнчен килнӗ 18 проекта тишкернӗ. Министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ-экономика критерийӗсене уйрӑмах туллин тивӗҫтерекенсене суйланӑ. Кӑҫал пурнӑҫа кӗртмелли проектсен шутне Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин пахчи» музейпа парк комплексӗ тата Етӗрне районӗнчи Мӑн Шемертенти Чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗн музейӗ кӗнӗ.

Килес ҫул вара Элӗкри культурӑпа кану центрӗ тата Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗри шкул тавралли умӗнчи территорие хӑтлӑх тата тирпей-илем кӳме, Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗнчи Сыпайӗнче нумай ӗҫ тӑвакан стадион тума укҫа уйӑрӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ